Спорт мастерĕн кандидачĕсем йышланаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 11:02 Просмотров: 684

 Армрестлинг енĕпе республика чемпионачĕ иртнĕ. Патăрьел муниципалитет округĕн команди унта иккĕмĕш вырăн йышăннă. Эльвина Сафина (60 килограмчченхи виçепе), Гельназ Алеева (80), Айнур Хамбиков (65), Арслан Алеев (75) вара пĕрремĕш вырăнсене тухнă.

Анастасия Краснова (55), Регина Плешкова (80), Нияз Шакуров (90), Марат Гафаров (100), Ранил Абейдуллов (90), Нияз Тазюков (70 кг) иккĕмĕш вырăнсене йышăннă.

 Сафия Раськина (55), Эльвина Земдиханова (70), Роберт Шакуров (80) Дмитрий Прохоров (65) - виççĕмĕш вырăнсенче.

 Чемпионат призерĕсем Раççей спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне тултарнă.

Çитĕнỹсенче Ильфак Алеев тренерăн тỹпи пысăк.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика