Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çывхарнине тата Çĕршыв хỹтĕлевçин кунне халалласа "Паттăр" спорт шкулта тĕрлĕ çар ретĕнче тăнисем хушшинче спартакиада иртнĕ. Асăннă мероприяти спортри хавхаланăва çеç ỹстермест, çавăн пекех ветерансем хушшинчи туслăха çирĕплетме те пулăшать.
Кăçал унта 5 команда хутшăннă. Вĕсем пурте ăмăртăва тăрăшса хатĕрленнĕ.
Программăна дартспа, боулингпа, автомата салатса пуçтарассипе, перессипе, кире пуканĕ йăтассипе ăмăртасси тата ытти те кĕнĕ.
Пĕр-пĕринпе тупăшасси тĕпре тăман кунта, арçынсем хушшинчи çирĕп туслăх палăрнă. Çар ретĕнче пулнăскерсем пĕр-пĕрне пулăшни, пĕр-пĕрне хавхалантарни питĕ кирлĕ пулнине мала хунă.
Альбина ИВАНОВА
Апрель 2025 |