Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕнче паллă турĕç.
Первомайски. Митта Ваçлейĕячĕллĕ Первомайскинчи вăтам шкулта Чечен Республикинчи хирĕç-тăрăва лăплантарма хутшăннă, Пỹртлĕре пурăннă Валерий Албутова асра тытса волейболла вылянă. Хĕрỹ тупăшусенче Пăлапуç Пашьелсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Турхансемпе Первомайскисем пайланă.
Алманчă. Çак ял çыннисем Украинăри ятарлă çар операцийĕнче пуçне хунă ентешĕсене - И. Волкова, Н. Сымова, А. Михеева, В. Степанова, С. Михеева - асăмăрта хăварас тĕллевпе мини-футбол турнирĕ йĕркеленĕ. Вĕсен ячĕпе 8 команда тупăшăва тухнă. Çивĕч вăйăсенче Патăрьел ялĕнчи "Туслăх" командăна çитекенни пулман. Иккĕмĕшне - хуçасем, виççĕмĕшне Хирти Пикшикри "Бикшикташ" йышăннă. Вĕсене укçан хавхалантарнă. Çавăн пекех пьедестал çине хăпарайман командăсене те пайсăр хăварман.
Пăлапуç Пашьел. Ялти вăтам шкул спорт залĕнче Сителте çуралса ỹссе Афганистанра пуçне хунă Александр Журавлев ячĕпе волейбол турнирĕ иртнĕ. Çак ăмăрту Сашăн çарта пĕрле пулнă çывăх юлташĕсем, уйрăмах Пăлапуç Пашьелĕнчи Сергей Кузьмичев тăрăшнипе çулленех асра юлмалла иртет. Кăçал та хĕрарăмсен виçĕ, арçынсен тăватă команди вылянă. Хĕрсенчен темиçе çул ĕнтĕ Первомайскисем хăйсен вăййипе куракансене тĕлĕнтереççĕ, мала тухаççĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене кунти ял пикисемпе шкулта вĕренекен хĕрсем пайланă. Арçынсенчен Сителсем çĕнтернĕ. Иккĕмĕшĕнче - Первомайскисем, виççĕмĕшĕнче - Пăлапуç Пашьелсем. Мала тухнă командăсене кубоксемпе. медальсемпе тата дипломсемпе хавхалантарнă (ỹкерчĕкре).
Çĕнĕ Ахпỹрт. Кунта Владимир Тукмаков воин-интернационалиста асăнса хоккейла вылянă. Çулленех йĕркелекен турнир кăçал та хĕрỹ иртнĕ.
Кĕçĕн Патăрьел. "Олимп" стадионта пурнăçран ир уйрăлса кайнă ентешĕсене асăнса çак ял çыннисем мини-футбол турнирĕ йĕркеленĕ. Пурĕ 7 команда пуçтарăннă. Ачасем хушшинче "Паттăр" спорт шкул команди пĕрремĕш, "Лидер" команда - иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи 2-мĕш вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Аслисенчен Хирти Пикшикри "Бикшикташ" команда "Туслăх" тата "Олимп" командăсене иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене хăварса мала тухнă.
Александр ИВАНОВ
Апрель 2025 |