Казик

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 10:54 Просмотров: 663

Малалли

— Пурĕпĕр киле таврăнмастăп, — чăрсăррăн каласа хучĕ ача.

Экипажа кансĕрлес мар тесе, çамрăк земляка эпĕ хам выртса килнĕ пичкесем патне чĕнсе тухрăм.

— Вырăсла та лайăх пĕлетĕн-

çке эсĕ, ăçта вĕреннĕ? — ыйтрăм ачаран.

— Вырăсла лайăх пĕлмесен разведчик пулма çук, — терĕ ача. — Эпир Петĕрпе шкулта вĕреннĕ чух вырăс чĕлхипе яланах пятерка илеттĕмĕр. Занятирен тухсан та хамăр яла эвакуаципе килнĕ Смоленск ачипе çӳреттĕмĕр. Вăл пире вырăсла тĕрĕс калаçма вĕрентетчĕ. Разведкăра вырăсла уççăн калаçма пĕлмесен хамăрăннисемех нимĕç тесе шаккаса пăрахма пултараççĕ.

— Мĕн ятлă-ха эсĕ?

— Казик… Казик Михайлов.

— Миçе çулта?

— Вунпиллĕк çине пуснă, анчах мана ниçта та ĕненмеççĕ, пурте вуниккĕре, теççĕ.

— Вунтăваттăра чухне эп сан пек тарса çӳремен. Çемьене тăрантса усраттăм. Анне чирлĕччĕ, атте граждан вăрçинчеччĕ, — терĕм эпĕ, майĕпен Казике ятлама тытăнса. — Сан пек ачасем халь, тăшмана çĕнтерме пулăшас тесе, колхозра ĕçлеççĕ. Эс иртĕнсе çӳретĕн…

— Пĕлтĕр эпĕ хам та çĕр ĕçкунĕ ытла тунă, — кăмăлсăр пулчĕ Казик, — кăçал та, çураки вăхăтĕнче, плуг хыççăн çӳрерĕм.

— Халь мĕншĕн ĕçлеместĕн?

— Халь ман разведчик пулас килет.

— Разведчик пулма çулу çитеймен-ха сан.

— Эпĕ хам ирĕкпе…

— Разведчик пулма çамрăкрах-ха эс. Тылра ĕçле.

Колхозра, е заводра эс фронтринчен ытларах усă кӳме пултаратăн. Фронтпа тыл хушшинче сĕтĕрĕнсе çӳрени — ĕçрен те, çапăçуран та тарса çӳрени пулать. Çынсем çĕрĕн-кунĕн ĕçлеççĕ, фронта пулăшаççĕ. Эсĕ пур, турист пек, пĕр çĕртен тепĕр çĕре ярăнса çӳретĕн. Килĕнте кам пур вара?

— Аттепе анне  тата аппа… Икĕ пичче фронтра, пĕри танкист, тепри — разведчик, Совет Союзĕн Геройĕ, — Казик куçĕсем сасартăк ялкăшса илчĕç.

— Аçупа аннӳ пирĕн ача ăçта çухалчĕ-ши, тесе, хуйхăрса пурăнаççĕ пуль?

— Вĕсем мана ФЗО шкулĕнче вĕренет, тесе шутлаççĕ.

— Апла эс ФЗО шкулĕнчен тухса тарнă?

— Шкула кĕмерĕм эп, станцирен тӳрех фронт енне каякан эшелонпа ерсе килтĕм.

— Э-э, ачам, эс чăнах дезертир иккен… Çĕршыв сана станок умне тăма чĕнет, а эсĕ…

Эпĕ хам шухăша вĕçлеме ĕлкĕреймерĕм, самолёт аслă аэродром тавра çаврăнса çĕрелле çывхарма тытăнчĕ.

Малалли пулать

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика