Йĕлтĕр йĕрĕпе

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 10:53 Просмотров: 765

 Февралĕн 22-мĕшĕнче муниципалитет округĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2025" массăллă чупу иртрĕ. Тĕп ăмăрту В.Маркиданов ячĕллĕ Кĕçĕн Арапуçĕнчи йĕлтĕр йĕрĕнче пулчĕ. Унта 600 ытла çын хутшăнчĕ. Пĕтĕмĕшле илес пулсан 3 пин çурă ытла çын йĕлтĕр çине тăнă.

Ăмăртăва хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ, администрацин финанс пайĕн начальникĕ Светлана Чернова саламларĕ.

Старта тăрас умĕн йĕлтĕрçĕсем "Паттăр" спорт шкулĕн тренерĕ Татьяна Торговцева ертсе пынипе сывлăха çирĕплетекен зарядкăна тăчĕç. Çакă кăмăла уçма, вăй-хăват кĕртме пулăшрĕ.

Юлашкинчен çĕнтерỹçĕсемпе призерсене чысларĕç. Ăсталăх тата çирĕплĕх кăтартнисене Хисеп хучĕсемпе тата асăнмалăх парнепе наградăларĕç.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика