Патăрьелĕнчи культурăпа кану центрĕнче Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене уçрĕç. Унта Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, "Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн ертỹçин çумĕ Иван Ярусов, Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ Руслан Валиуллов подполковник, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă вăхăтĕнчи тыл ветеранĕсем, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем, шкул ачисем, общество деятелĕсем хутшăнчĕç.
"Патăрьел çĕрĕ хăйĕн çыннисемпе яланах мухтаннă. Тăван çĕршыва хỹтĕлесси, çар ретĕнче пуласси кирек хăçан та таса тивĕç пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче нимĕç фашисчĕсене хирĕç пирĕн 8 пин ытла çын алла хĕç-пăшал тытнă. Вĕсен ячĕсем çĕршывăн паттăрла летопиçне çырăннă.
Паянхи кун пирĕн муниципалитет округĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин икĕ ветеранĕ - Шăнкăртамра Нурулла Велиуллович Резяпов тата Шăхачра Феоктист Александрович Васильев пурăнать. 159 тыл ĕçченĕ тата "вăрçă ачи" статуса тивĕçнĕ 1130 çын иртнĕ йывăр çулсене асран кăлараймасть. Вĕсем патне тимлĕх уйăрмаллах. Аслă Çĕнтерĕве тивĕçлĕ тỹпе хывнă вĕсем" - терĕ сумлă мероприятие уçнă май муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов.
Тыл ĕçченĕсене Рудольф Васильевич тав тунă май "Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул" юбилей медалĕсемпе чысларĕ.
"Çĕршыв хỹтĕлевçисем" патшалăх фончĕн Чăваш Енри филиалĕн ертỹçин çумĕ Иван Ярусов паянхи кун мирлĕ тỹпешĕн кĕрешекен муниципалитет округĕн харсăр патриочĕсемпе чăннипех те мăнаçланмаллине палăртрĕ.
Украинăри ятарлă çар операцине хутшăннă Чăваш Республикинчи Общество палатин членĕ Руслан Валиуллов подполковник çĕнтерỹшĕн тыл та тăрăшнине палăртрĕ, вăрçă хирне гуманитари пулăшăвĕ ăсатакансене чĕререн тав турĕ.
Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем аслă ăрурисен ырă ĕçне малалла тытса пыма пулнине, çĕнтерỹшĕн кĕрешнисене тата халĕ кĕрешекенсене хисепе хунине палăртрĕç.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине Юхма Енпе Пăлаçи тăрăхĕнчи пултаруллă, вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçре тата ытти çĕрте пысăк кăтарту тунă 15 çамрăк тивĕçнĕ. Вĕсене те тивĕçрĕ чыслав.
Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсене уçнă май муниципалитет округĕнче уяв мероприятийĕсен тапхăрĕ старт илчĕ. Çитĕнекен ăрăвăн патриот туйăмне çуратас, истори астăвăмне упраса хăварас тĕлĕшпе кăçал муниципалитет округĕнче 200 ытла мероприяти ирттерме палăртнă.
Сцена çинче шкулсенче вĕренекенсем, вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем юрă хыççăн юрă шăрантарчĕç. "Катюша" юрра вара залра ларакан халăх та юрларĕ.
Альбина АСТРАХАНЦЕВА
Апрель 2025 |