Патăрьел округĕн малашлăхĕ пысăк

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 10:43 Просмотров: 510

Февралĕн 25-мĕшĕнче Патăрьел муниципалитет округĕнче регион Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство кунĕ иртрĕ. Унта 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвне пĕтĕмлетрĕç, округăн 2025-2030 çулсенчи аталану программине палăртрĕç.

Мероприятие республика правительствин членĕсем: пĕрремĕш вице-премьер - финанс министрĕ Михаил Ноздряков, вице-премьер - экономика аталанăвĕн министрĕ Дмитрий Краснов, вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов, вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Максим Иванов, культура, наци ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн пĕрремĕш çумĕ Татьяна Казакова, округ ертỹлĕхĕпе предприяти-организаци ертỹçисем, муниципалитет округĕн депутачĕсем тата ыттисем хутшăнчĕç. Ведомствăсен министрĕсем кашниех 2020-2024 çулсенчи республика аталанăвне тишкерчĕç, умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетрĕç. Вăл шутра Патăрьел муниципалитет округĕнче туса пыракан ĕçсене те хак пачĕç.

 Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

- Патăрьел округĕ - лайăх аталанса пыракан муниципалитет округĕсенчен пĕри. Кунта усламçăсем те, фермерсем те, кооперативсем те, выльăх-чĕрлĕхе тирпейлекен цехсем те ăнăçлă ĕçлесе, çĕнелсе пыраççĕ. Патăрьелсем хăйсен пĕчĕк çĕршывне юратни куç кĕрет. Ĕмĕтсем, тĕллевсем малашне те пысăк. Акă, паян çеç Патăрьелĕнчи тĕп больницăра чĕрепе юн тымарĕсен чирĕпе аптăракансем

валли ятарлă уйрăм уçрăмăр. Инфаркт, инсульт чирĕсенчен асăрханма май паракан сиплев центрĕ кăнтăр округĕсенчи 77 пин çынна тивĕçтерсе тăмалла. Кунта медработниксене ĕçлеме мĕн пур услови çителĕклĕ. Çавăн пекех кăçал Патăрьелĕнче судпа медицина экспертизин районсем хушшинчи уйрăмĕ те ĕçлеме пуçларĕ. Вăл Патăрьел, Шăмăршă, Елчĕк округĕсенче пурăнакансен ыйтăвĕсене тивĕçтерет. Малашне Патăрьел муниципалитет округне социаллă пĕлтерĕшлĕ çăмăллăхсемпе тивĕçтерекен центр тăвас плансем пур.

Унсăр пуçне кăçал Патăрьел округĕнче агротехпарк уçма, федераци программин пулăшăвĕпе çак тăрăхра пурăнакансене таса шывпа тивĕçтерес, çав вăхăтрах çынсене чылай çул пăшăрхантаракан канализаци ыйтăвне те татса парăпăр. Округăн малашне те пур енлĕн аталанма, инвестици проекчĕсене ỹстерсе пыма майсем çителĕклĕ.

 Ĕçсем курăмлă, тĕллевсем уçăмлă

Правительство кунне хутшăнакансене Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов 2020-2024 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ, кашни сферăри ĕç-хĕле пĕтĕмлетрĕ, çитменлĕхсене пĕтермелли тĕллевсене палăртрĕ, Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи 2025-2030 çулсем валли йышăннă социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программине тишкерчĕ.

Тĕп доклад Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи финанс лару-тăрăвне сỹтсе явнинчен пуçланчĕ. Юлашки пилĕк çулта муниципалитет округĕн бюджечĕ 1,5 хут ỹснĕ, 1 миллиард та 387 миллион тенкĕпе танлашнă. Отчетлă тапхăрта хамăрăн тупăшсем 164 миллионран 300 миллион тенкĕ таран пысăкланнă. 2020 çулпа танлаштарсан 2024 çулта кашни çын пуçне тивекен тупăш 1,9 хут ỹснĕ. Çак кăтарту чикĕ мар, ку тĕлĕшпе предприяти-организацисен, харпăр хăй ĕçĕпе тимлекенсен тата ытларах тăрăшмаллине палăртрĕ Рудольф Васильевич.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ ял хуçалăх продукцийĕ туса илессипе республикăра та малтисен йышĕнче. 2020-2024 çулсенче сĕт туса илесси 7,5 процент, аш-какай туса илесси (чĕрĕ виçипе) 22 процент ỹснĕ.

Патшалăх пулăшăвĕпе - çĕнĕ объектсем

Патăрьел муниципалитет округĕ грант конкурсĕсене те хастар хутшăнать. Юлашки пилĕк çулта патшалăх пулăшăвне 111-ĕн тивĕçнĕ. Укçа çине куçарсан вăл 747 миллион тенкĕпе танлашать. 2020-2024 çулсенче 78 инвестици проектне (1 миллиард та 97 миллион тенкĕлĕх) пурнăçа кĕртсе 223 ĕç вырăнĕ уçнă. Малашне те ку тĕлĕшпе бизнес-проектсене пурнăçа кĕртсе хушма ĕç вырăнĕсем уçма, налук пухмачне пуянлатма тăрăшни куç кĕретех. Аш-какайран тата сĕтрен продукци туса илессипе 6 кооперативпа 6 фермер хуçалăхĕ ĕçлет. Вĕсем аш-какайран 100 ытла продукципе çурмафабрикат, 17 тĕрлĕ сĕт продукчĕ, 18 йышши сыр, 10 тĕрлĕ "Чебо" чипсы кăлараççĕ. Хамăр кăларакан продукцисем çулсеренех ỹссе пыни чăннипех те кăмăллă.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пĕчĕк тата вăтам предпринимательĕхпе çыхăннă сферăра тăватă пин ытла, хăй ĕçне уçнисене шутласан ултă пин ытла çын тăрăшать. Округри предпринимательсем 2020-2024 çулсенче тĕрлĕ шайри бюджета 126 миллион тенкĕ кĕртнĕ, вăл шутра округ бюджетне 43 миллион тенкĕ.

Муниципалитет округĕнчи, республикăри агропромышленость комплексĕн юлашки пилĕк çулхи аталанăвĕ, патшалăх программисене пурнăçа кĕртсе тунă çитĕнỹсем, ял территорийĕсене хăтлăлатмалли программăсемпе тухăçлă усă курни пирки Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов та хăйĕн сăмахĕнче тĕплĕн тишкерсе хак пачĕ:

- Хальхи вăхăтра эпир хамăра хамăр ял хуçалăх продукчĕсемпе пĕтĕмпех тивĕçтереетпĕр. Юлашки пилĕк çулхи пĕтĕмлетỹ те çакнах çирĕплетет. Ял хуçалăх продукцийĕтуса илесси стабиллĕ, кашни çулах ỹссе пырать. Федерацин Атăлçи округĕнче пирĕн республика çĕрулми туса илессипе пĕрремĕш, сĕт тата пахчаçимĕç туса илессипе иккĕмĕш, тĕштырăпа виççĕмĕш, аш-какайпа тăваттăмĕш вырăнсенче. Патăрьелсен малашне вăтам ĕç укçине ỹстерес, производствăна пысăклатас тĕлĕшпе те ытларах тăрăшмалла.

Тунă çитĕнỹсемпе лăпланмалла мар

Патшалăх пулăшăвĕсĕр ял хуçалăх отраслĕнче çитĕнỹ тума йывăр. Юлашки пилĕк çулта Чăваш Республики патшалăхран 109 тĕрлĕ пулăшу, 53,6 миллиард тенкĕлĕх илнĕ. Вăл шутра 65-шĕ федераци шайĕнче, ытти вара республика пулăшăвĕпе. Ку тĕлĕшпе аграрие Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк тимлĕх уйăрнине те палăртса хăвармалла. 2020-2024 çулсенче ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе 7 пин объект хута кайнă, пуçару бюджечĕпе 5218 проект пурнăçа кĕнĕ. Ку тĕлĕшпе Патăрьелсем начар мар ĕçлесе пынине палăртмалла, çапах та тунă çитĕнỹсем чикĕ пулмалла мар. Округра ял хуçалăхне аталантармалли майсем тата та пысăк. Малашне паянхи çитменлĕхсене пĕтерессипе ĕçлеме тăрăшăпăр,- терĕ Сергей Артамонов агропромышленность комплексĕн отрасльне тата ял территорийĕсене аталантармалли программăсене хастартарах хутшăнмаллине палăртса.

 Юлашки пилĕк çулта Патăрьел муниципалитет округĕнче халăх пурнăçне хăтлăлатас, ял территорийĕсене аталантарас тĕллевпе федераци тата республика программисемпе сахал мар ĕç пурнăçланă. Çакă тĕп докладра уççăн палăрчĕ: 63 пин тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута кайнă, 65 çухрăм çул сарнă тата çĕнетнĕ, 8 çĕнĕ ФАП, 6 врач амбулаторийĕ хута кайнă, пĕр çĕнĕ клуб çĕкленĕ, 11-не юсаса çĕнетнĕ, виçĕ шкул тунă тата 5-шне юсанă тата ытти те.

"Хăтлă хула хăтлăхне йĕркелесси" программăпа 5 обществăлла территорие, муниципаллă программăпа 34 картиш территорине хăтлăлатнă. Çавăн пекех çак тапхăрта 28 çухрăм çула пуçару бюджечĕн программипе тирпейленĕ. Кăçалхи 25 проекта та (88 миллион тенкĕлĕх) çак тĕллевпех пурнăçа кĕртмелле.

Юхмапа Пăла тăрăхĕнче 2030 çулччен 3,5 миллиард тенкĕлĕх 17 инвестици проектне, туризм, строительство тата ЖКХ, транспортпа çул-йĕр, потребительсен рынокĕ тата çăмăллăхсен сфери, сывлăх сыхлавĕ, вĕрентỹ, культура, спорт, социаллă сфера, экологи ыйтăвĕсемпе 107 инфратытăм проектне пурнăçа кĕртме палăртнă.

 Патăрьел округĕ 14 мегапроекта пурнăçа кĕртме хутшăнать. Вăл шутран 3 проект-драйвер: "Батыревский" агротехнопарка хута ярса аталантарасси (1 миллиард та 28 миллион тенкĕлĕх), выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантармалли 9 проекта пурнăçа кĕртесси (1 миллиард та 851 миллион тенкĕ) тата çулталăкне 30 пин тонна çỹп-çапа сортлакан комплекса тăвасси.

Правительство кунĕнче таса шыв, канализаци ыйтăвĕсене те хускатрĕç.

Сумлă мероприяти пухăннисен ыйтăвĕсене хуравланипе тата чыславпа вĕçленчĕ. Патăрьелĕнчи агротехникум преподавательне Галина Владимировна Поляковăна "Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ята тивĕçнипе саламларĕç; Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул учительне Владислав Васильевич Бородкина, Туçари вăтам шкул учительне Гельназ Шайхтдиновна Салеевăна тата Патăрьелĕнчи Ача-пăча пултарулăх çурчĕн педагогне Антонина Васильевна Глинкинăна Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвĕпе наградăланипе пĕрлех алла çыхмалли сехет те пачĕç.

 Правительство кунне вырăна тухса йĕркелени, вырăнти влаç тытăмĕн ĕçне хак пани, халăхпа куçа-куçăн тĕл пулса вĕсен ыйтăвĕсене шута илни малашне те республика тата муниципалитет округĕн ертỹçисене пĕр шухăшлă пулса ĕçлеме май парĕ.

 Альбина ЕГОРОВА

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика