ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пушар надзорĕн начальникĕ Андрей Тукмаков хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, ку таранччен округ территорийĕнче пилĕк (иртнĕ çулхи çак вăхăтра 7 тĕслĕх) пушар пулнă. Хĕллехи тапхăрта уйрăмах кăмака хутнă чухне асăрханмаллине манмалла мар. Чăн малтанах кăмака хутакан вырăнти урайне шăвăç çапмалла. Мăръене, тĕтĕм çулне пăхса, тасатса тăни те вут-çулăмран сыхлать. Кăмакана бензинпа, кăраççынпа е ытти хăвăрт тивекен япаласемпе чĕртме, ачасене килте пĕччен хăварма юраманнине те манса каймалла мар. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнни синкерлĕхе сирме çеç пулăшĕ.
Ноябрь 2026 |
| Пн | Вт | Ср | Чт | Пт | Сб | Вс |
| 26 | 27 | 28 | 29 | 30 | 31 | 1 |
2
|
3 | 4 | 5 | 6 | 7 | 8 |
| 9 | 10 | 11 | 12 | 13 | 14 | 15 |
| 16 | 17 | 18 | 19 | 20 | 21 | 22 |
| 23 | 24 | 25 | 26 | 27 | 28 | 29 |
| 30 | 1 | 2 | 3 | 4 | 5 | 6 |
