Чикĕ хуралçисем малтанхи кĕнекине çĕнетсе кăларасшăн

Категория: Публикации Опубликовано: 03.03.2025, 10:38 Просмотров: 530

 ПАТĂРЬЕЛ муниципалитет округĕнчи "Пограничное братство" общество хастарĕсем пĕр шухăшлă пулса 2018 çулта Раççейри чикĕ хуралçисен çарĕ 100 çул тултарнă тĕлне "Я служил на границе" ятпа хулăн хуплашкаллă паха кĕнеке пичетлесе кăларчĕç. Унта хамăр тăрăхри 56 ялти пограничник-ветерансем ăçта службăра пулнă, вĕсен наградисем тата ытти пирки сăн ỹкерчĕксемлĕ кĕске хыпарсем кĕнĕ. Общество ертỹçи Анатолий Быков ертсе пынипе, пограничниксем тата вĕсен тăванĕсем пулăшнипе пысăк та пархатарлă ĕç пурнăçларĕç. Çапах та вăхăт иртнĕçемĕн кĕнекене кĕреймен ятсем, сăн ỹкерчĕксем сиксе юлни тата ытти хăш-пĕр тĕрĕс мар хыпарсем пичете кайни палăрнă. Çакна шута илсе общество хастарĕсем çывăх вăхăтра çак кĕнекенех тỹрлетсе тата çĕнетсе тепĕр хут пичетлесе кăларма шутланă. Хальхи вăхăтра чикĕ хуралçисемпе çыхăннă çĕнĕ хыпарсем, сăн ỹкерчĕксем, укçи-тенки те пуçтарăнсах пырать. Ĕçе хăвăртлатма пограничниксен общество хастарĕсене вулакансен, чикĕ хуралçисен тата вĕсен тăванĕсен пулăшăвĕ кирлех.

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика