Республикăри вĕрентỹ институтĕнче "Методика пухмачĕ-2025" конкурс пĕтĕмлетĕвне тунă. Ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çывхарнине халалланă. Конкурс тĕллевĕ вĕрентỹ учрежденийĕсен тата педагогсен коллективĕсене ку чухнехи ĕç технологийĕсене пурнăçа кĕртме явăçтарасси пулнă. Унта хутшăнакансем ертсе пырас, педагогика тата методика ĕçĕсенче хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Конкурса ушкăнпа е уйрăмшарăн хатĕрленĕ 1500 ытла ĕç кĕнĕ. Унта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вĕрентекенсем хастар хутшăннă. Валентина Аппакова, Ольга Лукьянова, Нина Антонова, Альбина Прохорова, Татьяна Толстова командăпа, Земфиря Чабатова, Ольга Спинова уйрăмшарăн çĕнтерỹçĕсем пулнă. Алсу Тазюковăпа Лилия Якушева призера тухнă.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
