Иван Хитров парнисемшĕн - турнир

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:45 Просмотров: 354

"Паттăр" спорт шкул залĕнче "Халăхсен туслăхĕ" орден кавалерĕн, ĕç тата спорт ветеранĕн Иван Хитров парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртнĕ.

Турнира 6 команда - "Исток", "Сывлăх", "Паттăр" спорт шкулĕ", "МастерÇ", "Первомайски", "Сител" - хутшăннă.

Пĕрремĕш вырăна "Паттăр" спорт шкулĕ" волейболисчĕсем йышăннă. Иккĕмĕшне пултаруллă та мал ĕмĕтлĕ "МастерÇ" команда, виççĕмĕшне "Исток" спортсменĕсем тухнă.

Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене асăнмалăх парнесем, медальсем, кубоксем панă.

Александр Никонов ("МастерÇ"), Денис Кополухин ("Сывлăх"), Алексей Цветков ("Исток"), Асаф Хуснетдинов ("Паттăр" спорт шкулĕ") чи лайăх вылякансем пулнине палăртнă.

Иван Федорович çамрăках мар пулин те турнира хăй те кăмăлтан хутшăннă. Тухса калаçакансем ветеранăн пурнăç хавалĕ чакманнине, çирĕп шухăшлă пулнине çирĕплетнĕ.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика