Елчĕкри спорт çуртĕнче йывăр атлетикăпа Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Сергей Шелтукова асра тытса уçă турнир иртнĕ. Унта Елчĕк, Патăрьел, Вăрнар муниципалитет округĕсен, Шупашкар хулин йывăр атлечĕсем хутшăннă. Спортсменсем 13 виçе категорийĕпе ăмăртнă. Абсолютлă виçе категорийĕнче Екатерина Шапкина пĕрремĕш, Артем Каруевпа (55) Роман Краснов (67) иккĕмĕш, Максим Петров (73) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă, медальсемпе грамотăсене тивĕçнĕ. Тренерĕ - Николай Зимин.
Август 2026 |
