Саранск хулинче Раççейри ачасен триатлон лигин пĕрремĕш тапхăрĕн ăмăртăвĕсем иртнĕ. Спортсменсен бассейнра ишсе тата манежра чупса ăмăртмалла пулнă.
Тупăшăва пирĕн муниципалитетри "Паттăр" спорт шкулĕн çамрăкĕсем çулленех хутшăнаççĕ. Вĕсем ỹсĕмĕ пуррипе, кăтартăвĕсем лайăхланнипе савăнтараççĕ. 7-8 çулсенчи хĕрачасенчен Мария Викторовăпа Василиса Лепешкина, арçын ачасенчен Риаз Азмуков лайăх ишнĕ.
9-10 çулхисенчен 70 ытла спортсмен старта тăнă. Исмаил Янтыков Мускав командин çĕнтерỹçине 1 секкунд выляса ярса виççĕмĕш вырăна тухнă.
13-14 çулсенчи воспитанниксенчен Ева Антонова, Рамина Купкенова, Самира Салихова тата Алсу Кучатова 500 метра ишсе, 2500 метра чупса аслисен пĕрремĕш разрядăн нормативне тултарнă. Светлана Рубцовăпа Валерий Платонов тренер-преподавательсен каллех çакнашкал çитĕнỹшĕн савăнма сăлтавĕ пур.
Август 2026 |
