Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта çак ялта çуралнă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Минхайдер Валитов воин-интернационалиста асра тытса "Корэш" наци кĕрешĕвĕн регионсем хушшинчи йăлана кĕнĕ турнирĕ иртнĕ.
Унта хутшăнакансене муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов саламланă, пĕрлех паттăрсен, çав шутра Минхайдер Минзагитович ятне манăçа кăлармалла маррине палăртнă.
Минхайдер Валитов 1968 çулхи августăн 16-мĕшĕнче çуралнă. 1986 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче салтака кайнă. 1987 çулхи февраль уйăхĕнчен çар службине Афганистанра малалла тăснă. Пилĕк хутчен çар операцине хутшăннă. Пĕринче вара засадăна лекнĕ. Меллĕ вырнаçса автоматран пеме пуçланă. Çак вăхăтра юлташĕсем тăхлан "çумăрĕ" айĕнчен тухнă. Хăй те аманнă, çавах вырăнтан кайман. Хăюлăхне, тĕрĕс йышăну тума пултарнине кура взвод ункăран çăлăнса тухнă, хăй вара вилмеллипех аманнă. Хăюлăхпа паттăрлăхшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне панă.
Турнира Чăваш, Мари, Тутарстан Республикисенчи, Ульяновск облаçĕнчи 150 спортсмен хутшăннă. Пурĕ 11 команда тупăшнă. Муниципалитет округĕн чысне хỹтĕлесе Шăнкăртамри Алимхан Тухфетуллов (26 килограмлă виçе категорийĕпе), Рамазан Асейнов (35), Ильдан Шрша (50), Ильшат Купкенов (55), Сабир Асейнов (65) пĕрремĕш вырăнсене тухнă. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсене грамотăсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе наградăланă.
Турнир тĕрлĕ регион çамрăкĕсене пуçтарнă, наци кĕрешĕвĕн илемне кăтартнă, паттăр ячĕ ĕмĕрлĕхех муниципалитет округĕн, Чăваш Енĕн историне çырăнса юлнине çирĕплетнĕ.
х х х
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкул спорт залĕнче "Корэш" наци кĕрешĕвĕ енĕпе Афганистан Республикинче çар тивĕçне пурнăçласа пуçне хунă Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕн кавалерне Рифкат Куликова асра тытса уçă турнир иртнĕ.
Турнира Патăрьел муниципалитет округĕнчи, Чулхулари, Тутарстан Республикинчи 100 ытла спортсмен хутшăннă. Тупăшура Шăнкăртам ялĕнчи Алимхан Тухфетуллов (26 килограмлă виçе категорийĕпе), Ыхра Çырминчи Айнур Сафиуллин (26), Тутар Сăкăтĕнчи Марсель Куликов (50), Ильшат Купкенов (55), аслăраххисенчен Шăнкăртамри Ильнар Карама (75) пĕрремĕш вырăнсене тухнă.
Çĕнтерỹçĕсене медальсемпе грамотăсем панă
Август 2026 |
