Шăнкăртамри "Меслима" мечĕтĕн хăна çуртĕнче "Раççей çар ĕçĕн йăли-йĕркине çĕрĕплетес, патриотизма аталантарас тата Аслă Çĕнтерĕвĕн историлле астăвăмне упраса хăварас ĕçре исламăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет вăй-хăвачĕн вырăнĕ" темăпа çавра сĕтел иртрĕ.
Мероприятие Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн муфтийĕ Ильяс хазрат Сафиянов, Патăрьел муниципалитет округĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе тимлекен çумĕ Светлана Чернова, Чăваш Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Георгий Богуславский, республикăри гуманитари ăслăлăхĕн институчĕн директорĕ Юрий Исаев, Чăваш Республикинчи çар комиссарĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Сергеев, Чăваш Енри "Пĕрле" фонд председателĕ Наталия Колыванова, Чăваш Республикинчи Общество палатин представителĕсем, Патăрьел район прокурорĕ Андрей Афанасьев, Патăрьелĕнчи Державная Турă Амăшĕн иконĕ ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Александр Синяков, Патăрьел муниципалитет округĕнчи прихутсенчи имамсемпе вырсарни шкулĕсен ертỹçисем, волонтерсем, влаç, хĕрарăмсен тата çамрăксен обществăлла организацийĕсен, массăллă инфомаци хатĕрĕсен представителĕсем хутшăнчĕç
Çавра сĕтел тавра калаçăва йĕркелесе ертсе пыраканĕ Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленйĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов пулчĕ.
Кунта пуçтарăннисем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас, Тăван çĕршыва юратас, тăван халăхăн ăс-хакăлпа кăмăл-сипет, тĕн йăли-йĕркине, культурине тĕп вырăна хурас, тĕрлĕ конфесси çыннисен пĕрлĕхне çирĕплетес, нацизмпа фашизма хирĕç кĕрешес, Украинăри ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене малашне те гуманитари пулăшăвĕпе, ытти хавхаланупа пулăшас тата ытти ыйтусем тавра калаçрĕç.
Сăмах май каласан, республикăра 100 ытла волонтер организацийĕ пĕрлехи вăйпа ятарлă çар операцийĕнчи салтаксене тĕрлĕрен пулăшупа хавхалантарса тăрать. Ку тĕлĕшпе Патăрьел муниципалитет округĕнче те волонтерсен юхăмĕ хастар ĕçлет. Чăваш Республикинчи мăсăльмансен тĕн управленийĕн председателĕ Мансур хазрат Хайбуллов çавра сĕтел калаçăвне ертсе пынă май, ку тĕлĕшпе приходсенчи имамсемпе чиркỹ настоятелĕсем, шкул ачисем те пысăк та пархатарлă ĕç туса пынине палăртрĕ.
Кăçал Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитнĕ май тухса калаçакансем пĕрлехи вăйпа туптанă Çĕнтерỹ, ветерансен паттăрлăхĕ пур халăхшăн та ырă тĕслĕх пулнине палăртрĕç. Чăваш Республикин культура, национальность тата архив ĕçĕсен министрĕн çумĕ Георгий Богуславский тунă тĕп доклад та çак темăпах çыхăнчĕ.
Мероприятие хутшăнакансем хальхи вăхăтра тĕрлĕ наци çыннисен пĕрлехи вăйĕ, пĕршухăшлăхĕ, çав вăхăтрах ăс-хакăлпа кăмăл-сипет вăй-хăватне ỹстерсе пыни, çамрăксене чăн-чăн патриотсем пулса ỹсме пулăшни пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çивĕчлетрĕç.
Юлашкинчен çамрăксене патриотла воспитани парас, Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшас ĕçсенче палăрнисене, ырă тĕслĕх кăтартакан хастарсемпе волонтерсене тĕрлĕ шайри Хисеп хучĕпе, Тав çырăвĕпе чысларĕç.
Альбина НИКОЛАЕВА
Август 2026 |
