Патăрьел райпо уполномоченнăйĕсен отчетлă пухăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне муниципалитет округĕн пуçлăхĕн çумĕ, администрацин экономика, ял хуçалăх тата инвестици ĕç-хĕл пайĕн начальникĕ Юлия Селиванова тата Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Людмила Абрамова хутшăннă.
Отчетлă докладпа райпо канашĕн председателĕ Сергей Счетчиков паллаштарнă. Вăл иртнĕ çулхи ĕçе пĕтĕмлетсе кăçалхи аталану çул-йĕрне палăртнă.
Паянхи кун райпо "Мечта", "Союз", "Общепит Батыревский", "Надежда" тулли мар яваплă пĕрлешỹсен ĕçне йĕркелесе пырать.
Округри вăтам тата пысăк суту-илỹпе обществăлла апатлану организацисен йышĕнчи таварçаврăнăшра райпо 41 процентне йышăнать. 86 çынна ĕçпе тивĕçтерет. Кашнийĕшĕн уйăхри вăтам ĕç укçи 30033 тенке яхăн танлашнă.
Райпо ĕç-хĕл калăпăшне 218 миллион тенке çитернĕ. Ытларах пайĕ (73,4 процент) ваккăн тавар сутасси пулса тăрать. Унăн калăпăшĕ 160 миллион тенкĕ. Апат-çимĕç сутасси (89 процент) пысăк çаврăнăшра. Йывăрлăхсене пăхмасăр таварçаврăнăш калăпăшне хальхи хаксемпе 8,5 процент чухлĕ хăпартма пултарнă.
Промышленность таварĕсене сутасси 10,9 процент ỹснĕ. Апат-çимĕçрен бакалея таварĕсем сутасси 5 процент, кондитер хатĕрĕсем - 17,19, кăлпасси хатĕрĕсем 11,73, çурма фабрикатсем -2,9, сĕт продукцийĕ 30,7 процент ỹснĕ. Конкуренци çивĕч пулин те райпо хăйĕн ĕçне тивĕçлипе йĕркелесе пыма тăрăшать. 21 лавкка, пĕр автолавка, çăкăр завочĕ, 6 хатĕрлев пункчĕ ĕçлеççĕ. Вĕсенчен ваккăн тавар сутакан 15 предприяти таварçаврăнăшне ỹстерсех пырать.
Автолавка графикпа килĕшỹллĕн 7 яла тухса çỹрет. Унта куллен кирлĕ таварсем ытлă-çитлĕ. Хушма таварçаврăнăшне вăл уйăхсерен 638 пин тенке çитерсе пырать
Суту-илĕвĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри - тавар запасне лайăхлатса, çĕнетсе пыни. Паянхи кун вăл 25 миллион тенкĕпе танлашать. Уйăхсерен 13,3 миллион тенкĕ ытлалăх сутăнса пырать.
Пурлăхпа техника базине çĕнетсе пыни ĕçре пысăк пĕлтерĕшлĕ. Иртнĕ çул сивĕтекен икĕ лар туяннă. Çавăн пекех Тутар Сăкăтĕнчи, Сăкăтри, Красномайскинчи куллен кирлĕ таварсем сутакан лавккасенчи хăш-пĕр стеллажа çĕнетнĕ. Сăкăтри тата Красномайскинчи лавккасен таврашне тирпейленĕ.
Кивĕ Катек, Сăкăт лавккисенче газ котелне, тата çиччĕшĕнче газ счетчикне улăштарнă. Красномайск ялĕнче лавкка тăррине çĕнетнĕ. Куллен пĕчĕк юсав ĕçĕсем тăвасси малалла та пырать. Хатĕрлев таварçаврăнăшĕн калăпăшĕ 34 миллион тенкĕпе танлашнă.
Халăхран илнĕ таваршăн 25 миллион тенкĕ тỹленĕ. Ытларах сĕт пухассине мала хураççĕ. Ку енĕпе Турхан тата Первомайски енĕсенче тăрăшса ĕçлеççĕ. Куллен 2 автомашина 20 яла çитет.
Пĕлтĕр халăха çăмарта тăвакан чăхпа, бройлер чĕпписемпе (пурĕ 5431) тивĕçтернĕ. Çуркунне 16 тонна ытла çĕрулми, 1 тонна люцерна вăрлăхĕ, 2 тонна удобрени сутнă. Ял хуçалăх таварĕсемпе тивĕçтерес тĕлĕшпе Пăлапуç Нурăсĕнчи Татьяна Урмаковăна ырăпа палăртмалла.
Çăкăр завочĕ 22,3 миллион тенкĕлĕх тавар кăларнă. Плана 101,3 процент пурнăçланă. 161,9 тонна çăкăр-булка пĕçернĕ, 34,7 тонна кондитер изделийĕсем хатĕрленĕ.
Çулленех предприятин пурлăхпа техника базине çирĕплетессишĕн тимлеççĕ. Оборудованисем те кивелсех пыраççĕ. Продукци пахалăхне лайăхлатас тесен вĕсене ку чухнехисемпе çĕнетмеллех.
Ĕçре квалификациллĕ кадрсем те кирлĕ. Реклама çине пысăк тимлĕх уйăрмалла. Çак тата ытти ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕç пухура
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
