Санитарипе эпидемиологи лару-тăрăвĕ йĕркеллех

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:42 Просмотров: 287

Муниципалитет округĕн администрацийĕн ларусен залĕнче Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн иртнĕ çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетсе тата кăçала валли тĕллевсем палăртса канашлу иртнĕ. Ăна муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Рудольф Селиванов уçнă. Канашлу ĕçне Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн ертỹçи Надежда Луговская, эпидемиологипе гигиена центрĕн тĕп врачĕ Елена Прокопьева, Патăрьел, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк муниципалитет округĕсен администрацийĕсен представителĕсем, тĕп больницисен тĕп врачĕсем хутшăннă.

 Чăваш Республикинчи Роспотребнадзор управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕ Светлана Петрянкина докладра иртнĕ çул çынсен пурнăçне санитарипе эпидемиологи тĕлĕшĕнчен тивĕçтерсе пурнăçламалли федераци проекчĕсене çул парса, потребительсен прависене хỹтĕлесе пынипе, муниципалитет округĕсен территорийĕсенче инфекциллĕ чирсем сарăласран лару-тăрăва çирĕп тĕрĕслесе, халăхра иммунопрофилактика тăвассине, шкул апатланăвне йĕркелесе тăнипе, апат-çимĕç продукчĕсен пахалăхне, хăрушсăрлăхне сăнаса тăнипе паллаштарнă.

Пирĕн муниципалитет округĕнче эпидемиологи лару-тăрăвĕ йĕркеллех пулнă. Çапах та хăш-пĕр инфекциллĕ чирсем - больницăра выртмасăр сипленнĕ пневмони, сальмонеллез, шатра чирĕ - ỹсни палăрнă.

 Отчетлă тапхăрта сăнавпа тĕрĕслев ĕçĕ-хĕлне Правительство хушăвĕпе килĕшỹллĕн пурнăçласа пынă. 1220 профилактика мероприятийĕ ирттернĕ.

Потребительсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе суда 12 ыйту тăратнă. Вĕсене тивĕçлипе татса панă.

Юлашкинчен Надежда Луговская 2025 çулхи тĕллевсене çивĕчлетнĕ.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика