Афганецсем палăк умĕнче пуç тайнă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:42 Просмотров: 280

 Ырă йăлана малалла тăсса февралĕн 15-мĕшĕнче Тăван çĕршыв тулашĕнче çар тивĕçне пурнăçланă салтак-ветерансем Афганистанран совет салтакĕсене илсе тухнăранпа 36 çул çитнине асăнса Патăрьелĕнчи çар комиссариачĕ умĕнчи палăк умне пуçтарăннă, унта чечек кăшăлĕ хунă.

Патăрьел муниципалитет округĕнчен çак вăрçа 104 каччă хутшăннă, вĕсенчен çиччĕшĕ çапăçу хирĕсенче ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă.

 (Хамăр корр.)

Яндекс.Метрика