Умра - Çăварни эрни, ун хыççăн Аслă типĕ пуçланать

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:38 Просмотров: 358

ПРАВОСЛАВИ тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансемшĕн яваплă тапхăр - Мăнкун умĕнхи Аслă типĕ - пуçланиччен шутлă кунсем çеç юлчĕç. Вырсарникун - Тăван çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕнче Аслă Çăварни уявĕ. Ĕлĕк çак кунтан пуçласа пĕр эрне тăршшĕпех капăрлатнă утсемпе катаччи чупнă, юрăсем юрласа ял йĕри-тавра çаврăннă, пĕрле икерчĕ çинĕ... Шел пулин те, çак йăла-йĕрке ялсенче манăçа тухса пырать темелле. Урхамахĕсем те сахаллансах юлчĕç.

Çăварни эрни (февралĕн 24-мĕшĕ - мартăн 2-мĕшĕ) вĕçленсен мартăн 3-мĕшĕнчен вара çичĕ эрнене тăсăлакан Аслă типĕ пуçланать.

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Яндекс.Метрика