Асăну кĕнекине пĕрлехи вăйпа çĕнетер

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:38 Просмотров: 234

КĂÇАЛ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 80 çул çитет. Истори пĕлтерĕшлĕ пысăк уява хатĕрленсе округри территори пайĕсенче чылай мероприяти ирттерме палăртнă. Çак тĕллевпе иртнĕ çулах кашни ялтан вăрçа хутшăннă ветерансем пирки хушма çĕнĕ информаци пуçтарса "Асăну кĕнекине" пуянлатма пуçланă. Ку таранччен ялти вулавăшсем, территори пайĕсем пысăк ĕç тунă-ха. Çапах та муниципалитет округĕнче çак темăпа ятарлă сайт йĕркеличчен вăрçă участникĕсен çывăх тăванĕсем ветерансем пирки тата хушма хыпар пĕлсен, фронтран янă çыру е кăсăклă сăн ỹкерчĕк тупăнсан е тата ытти те паян-ыранах территори пайне е вулавăш ĕçченĕсене çитермелле. Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕнче пиçсе тухакан кĕнеке тулли те кăсăклă пуласси, çĕнтерĕве çывхартнă кашни салтак пирки тĕплĕн çырса парасси пиртен те нумай килет.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика