Кĕмĕл волонтерсем республикăри шашка турнирне хутшăннă

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:37 Просмотров: 248

 ЮЛАШКИ çулсенче муниципалитет округĕнче спортăн ытти тĕсĕпе пĕрлех шашка-шахмат вăййи те анлă сарăлсах пырать. Ăс-тăна аталантарма пулăшакан тĕрлĕ шайри тупăшусене уйрăмах аслă ăру хастарĕсем пысăк пуçарулăхпа хутшăнаççĕ.

Акă, çак кунсенче çеç Чăваш Республикинчи пенсионерсен пĕрлĕхĕ тата Раççейри социаллă фондăн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ йĕркеленипе тивĕçлĕ канăва тухнисем хушшинче шашка турнирне йĕркеленĕ. Çивĕч тупăшура пирĕн округ чысне Николай Паймуллинпа Мария Селиванова кĕмĕл волонтерсем хỹтĕленĕ, ăмăртуран начар мар кăтартупа таврăннă. Муниципалитет округĕнче пенсионерсен обществăлла организацине ертсе пыракан Полина Логунова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хастарсем тăтăшах çак вăйăпа Патăрьелсен чысне республика шайĕнче хỹтĕлеççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика