Тинĕс-çар флочĕн тĕп командующийĕнчен - Тав çырăвĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:37 Просмотров: 231

ТĂВАН çĕршыв хỹтĕлевçисен кунĕ умĕн Патăрьел муниципалитет округне ырă хыпар çитрĕ. Çар тивĕçне парăннăшăн, çамрăксене Тинĕс-çар йăли-йĕркине вĕрентсе пынăшăн Раççей Федерацийĕнчи Тинĕс-çар флочĕн тĕп командующийĕн çарпа политика енĕпе ĕçлекен çумĕн В. Павлов контр-адмиралăн приказĕпе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи "Морское братство - союз моряков" обществăлла организацин хастарĕсене - Анатолий Казенова, Юрий Яковлева, Владимир Паймуллина тата Патăрьелпе Шăмăршă муниципалитет округĕсен çар комиссарне Вячеслав Илюткина Тав çырăвне парса чыс тунă.

Вĕсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕллевпе пысăк ĕç туса пыраççĕ, тăтăшах шкул ачисемпе тĕл пулу йĕркелеççĕ, округра йĕркелекен мероприятисене те хастар хутшăнаççĕ.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика