Экзаменра - ашшĕ-амăшĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:35 Просмотров: 325

Вăтам шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытмалли вăхăт çывхарать. Çак тапхăр ачасене те, ашшĕ-амăшне те шухăшлаттарать. Пăшăрханăва сирес тĕллевпе Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн муниципалитет округĕнче те кăçал шкултан вĕренсе тухакан çамрăксен ашшĕ-амăшĕ валли тĕрĕслев иртрĕ.

 Кунта аслисен те Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсене тытса пĕлỹ шайне тĕрĕслеме май пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕ ачасемпе улшăнса тĕрĕслевсем мĕнлерех иртнине туйма та, курма та пултарчĕç. Аслисен математикăпа база шайĕнчи хăнăхтарусен кĕске вариантне пурнăçлама тиврĕ.

Экзамен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта иртрĕ. Ашшĕ-амăшне ачасем тĕрĕслеве кĕнĕ чухнехи йĕркепех паспортне пăхрĕç, металлодетекторпа тĕрĕслесе кĕртрĕç. Малтанах муниципалитет округĕнчи вĕрентỹ, çамрăксен политики, физкультурăпа спорт управленийĕн начальникĕ Ирина Рубцова, пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Наталия Андреева сăмах илчĕç.

Çак вĕренỹ учрежденийĕнчен çулленех аслă çул çине тухакансем тĕрĕслевсене ăнăçлă панине, аттестат илнине, пухнă балсемпе аслă шкулсене вĕренме кĕнине палăртрĕç вĕсем.

Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсен йĕркелỹçи Антонина Гранатская экзамен йĕркипе паллаштарчĕ. Заданийĕсем кашнийĕшĕн тĕрлĕрен. Пĕр-пĕринчен çырса илме пулмасть. Юнашар ларакан парттăри "юлташран" та хурав кĕтсе илейместĕн. Хăвăн ăс-тăнна, тавра-курăмна çеç шанма пулать.

- Пурнăçра экзамена пĕр хутчен çеç тытман пулин те шухăшлаттарать. Ачасен хăйсене лăпкă тытма пĕлмелле. 11 çул ăс пухнăскерсем алла аттестат илеççех. Эпир вĕсене хавхалантарса пыма тăрăшăпăр. Патшалăхăн пĕрлехи экзаменĕсем çинчен пĕр хутчен çеç мар ăнлантарнă. Акцие пире явăçтарни те вырăнлă пулчĕ. Çакă ачасемпе куçа-куçăн калаçма май парать. Вĕсене экзамена тивĕçлипех хатĕрлеме пулăшать ,- терĕ ача амăшĕ Ирина Кудрявцева.

Альбина АСТРАХАНЦЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика