Хусантан - çитĕнỹпе

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:34 Просмотров: 503

Хусан хулинче тутар чĕлхипе тата литературипе регионсем хушшинчи олимпиада иртнĕ. Унта 165 вĕренекен хутшăннă. Вĕсем олимпиадăна Раççей Федерацийĕн 22 регионĕнчен пуçтарăннă.

 Тупăшăва хутшăнакансем 8-11 классенче пĕлỹ пухаççĕ.

Малтанхи икĕ кунĕнче çамрăксем теори пĕлĕвĕсене тата практика хăнăхăвĕсене çирĕплетнĕ. Тепринче вара сăвă вулас ăсталăхне кăтартнă.

 Олимпиадăра тутар халăхĕн культура эткерлĕхне тата литература йăли-йĕркине тытса пыма пĕлнине çутатма тивнĕ. Унта хутшăнакансем пĕр-пĕрин опычĕпе, шухăш-кăмăлĕпе те паллашма пултарнă.

Культура программинче вара олимпиадăна хутшăнакансем спектакльсем пăхса артистсен ăсталăхĕпе паллашнă.

 Шăнкăртамри Э.Феизов профессор ячĕллĕ вăтам шкулта 10 класра вĕренекен Назлыгуль Купкянова çĕнтерỹçĕ пулнă. Саккăрĕшĕ призера тухнă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика