Казик

Категория: Публикации Опубликовано: 22.02.2025, 18:17 Просмотров: 337

калав

Редакцирен: Чăваш писателĕ Алексей Талвир Юхмапа Пăла тăрăхĕшĕн питĕ çывăх çын. Вăл Патăрьелĕнче кун çути курнă. Алексей Филиппович тăван хаçатăмăрта (ун чухне «Авангард» «Коммунар» ятпа тухнă) та ĕçленĕ.  Вăл Тăван  çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче «Комсомольская правда» хаçатăн корреспонденчĕ пулнă. Ҫĕнтерӱпе патриотизм  çулталăкĕнче тата Аслă Ҫĕнтерӱ тунăранпа 80 çул çитнĕ май эпир сумлă ентешĕмĕрĕн пултарулăхĕпе паллаштарни вырăнлă тесе шутлатпăр.

Вăрçă вăхăтĕнче эпĕ хаçат корреспонденчĕ пулса ĕçлеттĕм. Çавăнпа та час-часах пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçса çӳреме тиветчĕ. Фронт çулĕсем тăрăх çӳренĕ май, тĕрлĕ çынсемпе курнăçма тĕл килетчĕ.

Тăшмана Ригăран хирсе кăларнă кун манăн самолётпа Мускава каймалла пулчĕ. Вăрçăччен çирĕм тăватшар пассажир лартса çӳрекен сывлăш карапĕ халь фронт валли кирлĕ япаласем турттарса тăрать. Çавăнпа та ĕлĕкхи креслăсене пурне те самолёт ăшĕнчен кăларса пăрахнă. Халĕ унта автомашина та кĕрсе тăма пултарать, бензин тултарнă пысăк пичкесем лартмалăх та вырăн пур, патрон ещĕкĕсем те; апат-çимĕç миххисем те хума пулать. Самолёт аэродромран çĕкленнĕ самантра эпĕ экипаж кабинипе юнашар лартнă икĕ пичке çине шинеле сартăм та тăсăлса выртрăм. Юлашки икĕ талăк хушшинче çывăрма тĕл килмен пирки, Ригăран Мускава çитиччен кăштах тĕлĕрсе илес, терĕм. Мана кура самолётри ытти офицерсем те ăçта кирлĕ унта хутланса выртрĕç. Сывлăш çулĕ çине ӳкнĕ хăватлă карап моторĕсем вĕçĕмсĕр пĕр тикĕс кĕрлесе пыни мана хăвăртах çывратса ячĕ. Нумай çывăрнă-и, сахал-и — мана борттехник вăратрĕ:

— Сире командир чĕнет.

Эпĕ аяк пĕрчине ыраттарнă пичке çинчен сиксе тăтăм та, китель çухине тӳмелесе, экипаж ĕçлекен кабинăна кĕтĕм. Сулахайра штурман, сылтăмра — радист, малта, штурвал умĕнче, икĕ пилот лараççĕ. Вĕсенчен пĕри — пĕрремĕш пилот (урăхла ăна карап командирĕ, теççĕ), мана курсан аллинчи штурвалне иккĕмĕш пилота пачĕ те ура çине тăчĕ.

— Эпĕ сире чăрмантартăм пулас, ан ятлăр ĕнтĕ. Акă çакăн пирки вăратрăм, — терĕ вăл, радистпа юнашар ларакан ача çине кăтартса, — фронтовик пуласшăн, килĕнчен тарнă. Аэродромран виççĕмĕш хут ĕнтĕ ăсатса яратпăр, çул çинче ялан каялла тарса килет. Хальхинче эпĕ ăна сирĕн аллăра парасшăн.

— Ăçтисем пулатăн, ачам? — ыйтрăм эпĕ.

Ача яшт сиксе тăчĕ те хăй чăваш иккенне пĕлтерчĕ.

— О, ку ман земляк, — терĕм эпĕ капитана. — Юрĕ, Мускавран хам ăсатса ярăп.

Малалли пулать

 

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика