Çитĕнекен ăру тивĕçлĕ воспитани илтĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:30 Просмотров: 360

Мĕн пĕчĕкренех ачасене юратнăран эпĕ хамăн пурнăçа вĕсемпе çыхăнтартăм. Хальхи вăхăтра Патăрьелĕнчи "Хĕвел" ача садĕнче ĕçлетĕп. Çитĕнекен ăру тĕрĕс воспитани илтĕр, анлă тавра-курăмлă ỹстĕр, аслисене хисеплеме, кĕçĕннисене юратма вĕрентĕр тесе тăрăшатăп. Çавна май тăтăшах тĕрлĕ мероприяти йĕркелетпĕр. Çулленех ачасемпе республика тата муниципалитет шайĕнче иртекен конкурссене хутшăнатпăр. Вĕсенче эпир час-часах çĕнтерỹçĕсен тата призерсен ретне тăратпăр.

Воспитателĕн ашшĕ-амăшĕпе те çыхăну тытма тивет. Вĕсем те ачасемпе пĕрле йĕркелекен уявсене, конкурссене, спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăнаççĕ. Çывăх вăхăтра Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин кунне уявлама палăртрăмăр.

Ачасемпе ĕçлекенĕн хăйĕн те пĕлĕвне пĕр вĕçĕм ỹстерсе пыма тивет. Ятарлă курссене çỹренисĕр пуçне конкурссене хутшăнса хамăр тавра-курăма анлăлататпăр. Çакă пире, воспитательсене, ыттисен ĕç опычĕпе паллашма та май парать.

Надежда СЫНКОВА, воспитатель

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика