Шупашкартан çĕнтерỹпе кĕтетпĕр

Категория: Публикации Опубликовано: 14.02.2025, 19:29 Просмотров: 417

"Паттăр" спорт шкулта арçын ачасем хушшинче волейбол лигин чемпионачĕ иртнĕ. Вăл шкул спартакиади шучĕпе те пынă.

Унăн тĕллевĕ регион тапхăрне кайма вăйлисене палăртасси пулнă.

Чемпионата вăтам шкулсенче вĕренекенсен 7 команди хутшăннă. Пьедестал çине Патăрьелĕнчи пĕрремĕш, Митта Ваçлей ячĕллĕ Первомайскинчи, Турханти вăтам шкулсен командисем тăнă. Çапла вара пĕрремĕш вырăна тухнă команда Юхмапа Пăла тăрăхĕн чысне хỹтĕлĕ.

Аса илтеретпĕр:

çĕнтерỹçĕ команда - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул волейболисчĕсем - Чăваш Республикинчи ялти шкулсенчи волейбол лигин чемпионатĕнче 4 çул умлă-хыçлă мала тухнă.

 Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика