Командăпа тăрăшма хăнăхаççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:54 Просмотров: 494

 Муниципалитет округĕнче вĕрентỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакан ачасене интеллектуаллă аталанма условисем туса парас тĕллевпе тата вĕсене наукăпа практика ĕçĕ-хĕлне анлăн явăçтарас тесе сахал мар ĕçлеççĕ. Çамрăк ăру ку енĕпе мĕнле çитĕнсе пынине палăртас тĕлĕшпе федерацин Атăлçи округĕнче олимпиада та ирттереççĕ. Маларах тупăшусем вырăнсенче пулаççĕ. Муниципалитет шайĕнче йĕркеленĕ "Мĕн? Ăçта? Хăçан" интеллектуаллă вăййа 8 вĕренỹ учрежденийĕнчи 8-11 классенче пĕлỹ пухакан 46 ача хутшăнчĕ.

Вăйă вăхăтĕнче ачасен тавçăрулăхĕ, пултарулăхĕ, командăпа ĕçлеме пĕлни палăрчĕ. Пĕрремĕш вырăна Хирти Пикшикри вăтам шкулти "Знатоки", Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле тĕп пĕлỹ паракан шкулти "Взлет", Турханти вăтам шкулти "Катионы" командăсем тухрĕç.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика