Республикăри вĕрентỹ институчĕ "Вĕрентекен - малашлăх чĕлхеçи" ятпа конкурс йĕркелерĕ. Унта 150 ытла ĕç кĕнĕччĕ. Хамăр çĕршывран çеç те мар. Конкурса Кăркăстан, Узбекистан, Казахстан Республикисен чĕлхеçисем те хутшăннă.
Тупăшу икĕ номинаципе пынă: "Манăн чи лайăх урок" тата "Эпĕ акă çапла тăватăп". Вĕсемпе килĕшỹллĕн класс сехечĕ тата вырăс чĕлхи предмечĕпе мероприяти ирттермеллеччĕ.
Ĕçсене хакланă чухне жюри çĕнĕлĕх кĕртнине шута илчĕ, урок тата класс тулашĕнчи мероприяти йĕркеленĕ май автор пĕтĕмлетĕвне вырăна хучĕ, пĕлтерĕшне палăртрĕ.
Конкурсри "Эпĕ акă çапла тăватăп" номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Наталия Федорова призер пулчĕ.
Март 2025 |