Пĕркев çĕлеççĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:48 Просмотров: 465

Аслă Чемен тата Турхан территори пайĕсенчи хастарсем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли тепловизортан хỹтĕленмелли пĕркев çĕлессине йĕркелеççĕ. Комсомольски муниципалитет округĕнчи Тукай ялĕнче çак ĕçе маларах пуçăннă.

"Хамăрăн ачасем ыйтаççĕ, вĕсене мĕнле пулăшмасăр тăрăн",- тет нумай çул вĕрентекен пулса ĕçленĕ, хальхи вăхăтра культура çурчĕн ертỹçи Татьяна Тихонова. Татьяна Васильевна тăрăшнипе хĕрарăмсем çак ĕçе кăмăлтан пикеннĕ. Пĕркевĕ хутлă-хутлă: çиелте шыв яман пусма, унтан - ăшша тула кăларман синтепон, аçлăклăх. Алла хĕç-пăшал тытнисем пĕлтернĕ тăрăх, пĕркевĕн тепловизортан хỹтĕлеслĕхĕ виçĕ уйăха пырать, ун хыççăн ăна сарса çывăрма е аманнă салтаксене илсе тухма усă кураççĕ-мĕн. Тукай хастарĕсем ĕç мелне ăнлантарнă , виçсе касмалли хатĕрĕсене те панă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика