Çĕнтерỹпе таврăнма пилленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:45 Просмотров: 472

Олег Николаев, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ:

 - Паян асатте-кукаçисен паттăрлăхĕ пирки нихçанхинчен те ытларах калаçмалла, шанчăклă тата хăрушсăр малашлăх пирки шухăшламалла. Хальхи çамрăксем фашизмпа кĕрешекен хăватлă вăй пулса тăраççĕ. Раççейри Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин тата Чăваш Енри Çĕнтерỹпе патриотизм çулталăкĕсенче çамрăксен пĕрлĕхĕсем уяв мероприятийĕсен флагманĕсем пулса тăрĕç, çĕршыври хĕрсемпе каччăсене патриотизм идейисемпе пĕрлештерĕç.

Кивĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулта Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан Василий Чангапа тĕл пулу иртнĕ. Василий Юрьевич кĕске вăхăтлăх канăва килнĕ.

Çĕршыв хỹтĕлевçи çар пурнăçĕпе паллаштарнă. Юлташĕсен паттăрлăхĕ çинче чарăнса тăнă. Тăван çĕршыв умĕнче кашнийĕ хăйĕн тивĕçне мĕнле пурнăçа кĕртнине, çул çитсен çар ретне тăма кирлине каланă.

Ачасем аслă юлташĕн калаçăвне тимлĕн итленĕ, ыйтусем панă.

Василий çапăçу хирĕнче ял-йыш, тăвансен, ачасен çыхăнăвĕ, хавхалантарăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине уйрăммăн палăртнă.

Çĕршыв хỹтĕлевçи çавăн пекех ял библиотекинчи вулавçăсемпе те тĕл пулнă. Çĕнĕ хаçат-журналпа паллашнă. Ытларах вулани ăс-тăна аталантарма пулăшнине çирĕплетнĕ.

Паттăрлăхпа хăюлăх - гражданинăн чăн-чăн паха енĕсем. Вăрçă хирĕнче шăпах çавсем кирлĕ те. Пурнăç çулĕ çине тухма хатĕрленекенсене татăклă йышăну тума хăнăхма сĕннĕ. Йывăрлăхсене парăнтарма пултарни, аслашшĕ-кукашшĕсен, мăн аслашшĕ-кукашшĕсен ятне çĕре ỹкерменни, тăшмана пурпĕрех çапса аркатса çĕнтерỹ пирĕн енче пуласси пирки шантарсах каланă.

Тĕл пулăва хутшăннисем ентеше ăнăçу, тăван киле частарах тĕрĕс-тĕкел таврăнма ырă суннă.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика