Çĕр ĕçченĕн çулла çеç мар, хĕлле те канăç çук. Патăрьел муниципалитет округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсенче, фермер, уйрăм хушма хуçалăхсенче пуçтарса илнĕ культурăсен тухăçĕпе çырлахса çеç лармаççĕ, хĕл кунне пăхмасăр çитес çураки валли паха вăрлăх хатĕрлеме тытăнаççĕ. Акă, хальхи вăхăтра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи хуçалăхсем хĕрсех сухан-севок аллаççĕ, ăна çĕршыври тĕрлĕ региона ăсатма хатĕрлеççĕ.
Патăрьелсемшĕн сухан-севок ял хуçалăх отраслĕнче тупăш тумалли хăйне евĕр çăлкуç. Хуçалăхсем, уйрăм çынсем те вуншар çул çак культурăпа ĕçлесе ăна агротехника ыйтнă пек çитĕнтерсе илме, упрама, çавăн пекех сутма, вырнаçтарма та хăнăхса çитнĕ. Сăмах май каласан, 2024 çулта Юхмапа Пăла тăрăхĕнче çĕр çимĕçне 571 гектарта çитĕнтернĕ. Уйрăмах "Весна" тулли мар яваплă обществăра, "Корма" çĕр ĕç фирминче, çавăн пекех В. Кузнецов, Л. Краснова, Е. Мартышкин, С. Перепелкин, В. Гладков, В. Мулюков, М. Жукова, Э. Шайкина, В. Антонов, В. Федоров, В. Михайлов фермер хуçалăхĕсенче сухан-севока пысăк лаптăкра туса илнĕ. Кăçал та çак культурăпа малалла ĕçлесшĕн.
Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи аграри ĕçченĕсем хальхи вăхăтра ытти енĕпе те çуркуннехи яваплă тапхăра хатĕрленеççĕ: пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсене тĕрĕслеттереççĕ, минераллă удобренисем, çунтармалли-сĕрмелли материалсем кỹрсе килеççĕ, техникăна юсаççĕ тата ытти те.
Март 2025 |