Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти агрокласа - çĕнĕ оборудовани

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:42 Просмотров: 474

"АПКри кадрсем" федераци проекчĕпе килĕшỹллĕн 2025 çулта старт илнĕ "Апат-çимĕç хăрушсăрлăхĕн технологи тивĕçтерĕвĕ" наци проекчĕпе çывăх вăхăтра Чăваш Енри шкулсенчи 7 агрокласа (кашнийĕ 5-шер миллионлăх) çĕнĕ оборудованисемпе тивĕçтереççĕ. Вăл шута Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул та кĕрет.

 Аграри валли çĕнĕ кадрсем хатĕрлес тĕллевпе проекта "Исток" çĕр ĕç фирми (ертỹçи Александр Илюткин) те хутшăнать. Çакна пурнăçа кĕртме укçа-тенкĕ енчен пулăшма хатĕр.

- Çĕнĕ нацпроект питĕ вырăнлă пулчĕ. Юлашки икĕ çулта Чăваш Республикинчи ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансен пулăшăвĕпе 130 çĕнĕ агролаборатори йĕркеленĕ. "Профессионалитет" федераци проекчĕпе Çĕрпỹри ял хуçалăх техникумне 100 миллион тенкĕлĕх çĕнетнĕ. Малашне Пĕтĕм Раççейри программăпа агроклассене тимлĕх уйăрăпăр,- палăртать вице-премьер, Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов.

 (Хамăр корр.)

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика