Çĕнтерĕве çывхартма УАЗ автомашина парнеленĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:40 Просмотров: 421

ПАЯН Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнакансем май пур таран Украинăри ятарлă çар операцийĕнче çапăçакан салтаксене пулăшма, çĕнтерĕве çывхартма апат-çимĕçпе тĕрлĕрен ăшă тумтир ăсатаççĕ, хỹтĕлев сеткисем çыхаççĕ, çар пурнăçĕнче кирлĕ ытти ыйтусене татма та пулăшаççĕ. Çак кунсенче çеç Сăкăтри Анатолий Михайловичпа Нина Ивановна Каруковсен çемйи хăйсен ачисемпе Тăван çĕршывăн Аслă вăрçă участникĕн, юратнă ашшĕн, аслашшĕн пулнă УАЗ автомашинине юсаса, тирпейлесе Юрий Тинюков волонтер урлă çар операцийĕнчи салтаксем патне ăсатнă. "Пирĕн "хурçă ут" салтаксене çар пурнăçĕнче ытларах кирлĕ тесе шутлатпăр. Çемьешĕн пĕлтерĕшлĕ автомашина салтаксене усăллă ĕç тума пулăштăр", - тет çемье пуçлăхĕ. Сăмах май каласан, Каруковсен аслă ывăлĕ çар операцийĕ пуçланнăранпах унта хутшăннă, темиçе хутчен аманнă та. Халĕ сывлăхне çирĕплетет.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика