Вут-кăвар инкекĕшĕн ỹкĕнме те лекет...

Категория: Публикации Опубликовано: 01.02.2025, 16:38 Просмотров: 456

 ПАТĂРЬЕЛĔНЧИ пушар надзорĕн аслă инспекторĕ Дмитрий Платонов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш уйăхĕнче (28-мĕшĕ тĕлне) 5 пушар пулнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтра вут-кăвар алхаснипе 3 тĕслĕхе шута илнĕ.

 Кирек мĕнле инкек те куçа курăнса килмест. Çапах та чылай чухне унтан асăрханма, сыхă пулма та май пур. Акă, темиçе кун каялла çеç Тăрăнта электричество пăралукĕсем кивелнĕрен мунча алкумĕнчен, Сăкăтра йывăç çуртра электричествăпа хутса ăшăнмалли кăмакапа усă курнă чухне асăрханманран пушар тухнă. Икĕ ĕслĕхĕ те электричествăпа çыхăннă. Кил хуçисем çак инкекрен асăрханма та пултарнă. Юрăхсăра тухса пыракан электропроводсене вăхăтра çĕнетни, ăшăнмалли приборсемпе асăрханса усă курни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Чылай чухне çынсем хăйсем кил-çуртран тухса кайсан та телефонсене, электрочейниксене, сăмаварсене е тата ыттине те розеткăна чиксех хăвараççĕ. Çакă та пушар хăрушлăхĕпех çыхăннă.

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика