Алă вăй виçессипе ăмăртнă

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 19:02 Просмотров: 229

 Шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн муниципалитет округĕнче каччăсемпе хĕрсем хушшинче алă вăй виçессипе ăмăрту иртнĕ. Унта 15 виçе категорийĕнче 200 ытла спортсмен хăйсен пултарулăхне тĕрĕсленĕ.

"Эпир чи вăйлисене суйласа илсе республика шайне ăмăртма яма палăртатпăр. Уйрăмшар тата командăпа мала тухассишĕн тупăшасси вăй-хала та хушать, çĕнтерỹ патне ăнтăлма хистет",- палăртать "Паттăр" спорт шкул директорĕ Анатолий Афанасьев.

Чи тăрăшуллисемпе ăста спортсменсем хăйсен виçе категорийĕсенче çĕнтерỹçĕсем пулчĕç. Хĕрачасенчен вара Туçари вăтам шкулти Эльвина Сафина, арçын ачасенчен Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Нияз Шакуров мала тухрĕç. Вăтам шкулсенче вĕренекенсем хушшинче Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул командине çитекенни пулмарĕ. Пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулсенчен Çĕньялсем малта.

Альбина ИВАНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика