Шупашкарта ирĕклĕ майпа кĕрешсе мала тухассишĕн 2005-2007 тата 2010-2011 çулсенче çуралнă каччăсемпе хĕрсем хушшинче ăмăрту иртнĕ. Арина Огурцова (50 килограмлă виçепе) пĕрремĕш, Рифат Каштанов (41), Антон Цветков (74), Никита Васильев (86), Иван Кутузов (125), Регина Шарефетдинова, Гомер Чебенов (86) иккĕмĕш, Андрей Козлов (70), Дмитрий Ефремов (75) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă.
Ильдар Шарафутдинов, Святослав Осипов, Адель Файзуллин, Алина Платонова та начар мар кĕрешнĕ.
Кĕрешỹçĕсем халĕ федерацин Атăлçи округĕнче мала тухассишĕн Ульяновск хулинче иртекен ăмăртăва хатĕрленеççĕ.
Август 2026 |
