РСФСР тата ЧАССР ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ механизаторĕ Тимергали Багаутдинович Узбеков (24.01.1930-25.04.2000) çуралнăранпа - 95 çул. Вăл Шăнкăртамра кун çути курнă пулнă.
Тимергали Узбеков ĕç биографине колхозникран пуçланă. 1954-1990 çулсенче Жданов ячĕллĕ колхозра механизатор пулса вăй хунă. Тăрăшуллă ĕçшĕн Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, III степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕсене, медальсене тата Чăваш АССРĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн Хисеп хутне тивĕçнĕ пулнă.
Чăваш писателĕ, куçаруçă, СССР Писательсен союзĕн членĕ Петр Егорович Митта (25.01.1910-27.01.1944) çуралнăранпа 115 çул çитет. Вăл Аслă Арапуçĕнче (халĕПервомайски) кун çути курнă пулнă.
Митта Петĕрĕ Патăрьелĕнчи педагогика училищинчен тата Я.М.Свердлов ячĕллĕ Коммунистсен университетĕнчен вĕренсе тухнă. Хĕрлĕ çарта службăра тăнă. Патăрьел район хаçачĕн редакцийĕнче яваплă секретарьте тăрăшнă. Çакăнтах унăн пĕрремĕш калавĕсемпе фельетонĕсем пичетленнĕ. Çавăн пекех "Канаш" хаçатра литература сотрудникĕ, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăхĕн техникумĕнче чăваш чĕлхипе литература учителĕ пулса ĕçленĕ. 1941 çулта ăна айăпсăр айăпланă, 1955 çулта таса ятне тавăрнă.
Вăл ытларах кулăшла калавсемпе фельетонсен авторĕтата сăвă куçаракан пек палăрнă. Кĕске тапхăртах республика изданийĕсенче, вăл шутра "Капкăн" журналта та, 100 ытла кулăшла калав пичетлесе кăларма мехел çитернĕ. Унăн хайлавĕсенче Граждан вăрçин теми те пысăк вырăн йышăнать. Районта пулса иртнĕ пулăмсене тĕпе хурса "Крепков" повесть çырнă. Шел пулин те "Çĕнĕ çĕр" романне вĕçлеймен. Унăн хăш-пĕр пайĕ 1959 çулта тухнă "Суйласа илнисем" кĕнекере кун çути курнă.
Тĕп изданийĕсем: "Ял калаçать", "Асран кайми кунсем", "Вĕçевçĕ Уçăп", "Калавсем", "Суйласа илнисем".
Юрăç, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ артисчĕ Юрий Емельянович Мазяков (26.01.1950) 75 çул каялла Пăлакассинче çуралнă.
Юрий Мазяков - И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн выпускникĕ. Радио тата телевиденийĕн хорĕнче юрланă, "Çеçпĕл" вокалпа инструмент ансамблĕн, пĕрлех Чăваш патшалăх филармони çумĕнчи музыка лекторийĕн солисчĕ пулнă. 2003 çултанпа - "Классика" юрăпа музыка коллективĕн солисчĕ.
("Çулталăк кĕнекинчен")
Август 2026 |
