Паллă писательсен ĕçĕсене - сцена çине

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 19:00 Просмотров: 204

 Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вырăс писателĕсен произведенийĕсемпе инсценировкăсен конкурсĕ иртнĕ. Ăна ачасене илемлĕ литература вуласси патне туртăма ỹстерес, театр ăсталăхне алла илме хăнăхтарас, çитĕнекен ăрăвăн пултарулăхне хаклас, ăста коллективсене палăртас тĕллевпе йĕркеленĕ.

 Конкурса 5-11 классенче вĕренекенсем явăçнă. И.Крылов, А.Пушкин, А.Карамзин, А.Грибоедов, Л.Толстой, И.Тургенев, А.Островский произведенийĕсе нчен 11 инсценировка тăратнă.

 Тỹресем вĕсене темăна туллин уçса панине, пулас артистсем сцена çинче хăйсене тытма пĕлнине, ăсталăхĕ пуррине, çитĕнекен ăрăва воспитани енĕпе витĕм кỹме пултарайнине шута илсе хак панă.

Альбина КАПИТОНОВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика