Эрне интереслĕ иртнĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 18:59 Просмотров: 239

 Çĕнĕ çулхи каникул умĕн Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта математика, информатика, физика эрни иртрĕ. Вĕрентекенсем ачасем валли интереслĕ, усăллă, кăсăклă мероприятисем, конкурссем, ĕçсем хатĕрлерĕç. 5-11 классенче вĕренекенсем çỹлерех асăннă предметсемпе диктантсем çырчĕç. Флюра Козлова вĕрентекен ертсе пынипе "МиФ" интеллектуаллă вăйă иртрĕ. Унта 10-11 классенчи ачасем пĕрле ăмăртрĕç. Чăн-чăн уяв пулчĕ вăл. Чи кăткăс задачăсене те шутлама пултарчĕç. Командăпа ĕçленине кăтартрĕç.

Вăййăн кашни тапхăрĕ килĕштерсе хурав панине, пĕр-пĕрне пулăшма пултарнине палăртрĕ. 11 класра вĕренекенсен "Синус-косинус" команди 29 балл пухса мала тухрĕ.

Çиччĕмĕш классенче вĕренекенсемпе Рамия Сабитова математика брейн-рингне ирттерчĕ. Унта "Треугольники" команда çĕнтерчĕ.

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика