Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта ку чухнехи вĕрентỹре инновациллĕ технологисене ĕçе кĕртес, пĕлỹ паракансен ăсталăхне ỹстерес, вĕсен хисепне çĕклес, тăрăшулăхшăн хавхалантарас, çĕнĕлĕхсене çул пама пулăшас, малта пыракансен опытне сарас тĕлĕшпе 2024 çулхи декабрь уйăхĕнче çулленех иртекен "Виват, вĕрентекен!" уçă уроксен фестивалĕ пулнă. Кăçалхине икĕ енлĕ йĕркеленĕ: уçă уроксем тата класс сехечĕсем.
Фестиваль вăхăтĕнче 21 уçă урок, 17 класс сехечĕ ирттернĕ. Уроксем педагогсем методикăна тĕпе хурса ĕçленине çирĕплетнĕ. Вĕрентекенпе ачасем хушшинче ăнланулăх палăрать. Вĕрентỹ материалĕ ачасен ỹсĕм çулĕпе программа ыйтнисене тивĕçтерет.
Уроксенче ку чухнехи технологисене усă кураççĕ. Коллективпа, уйрăмшарăн ĕçлессине те тĕпе хураççĕ. Калаçăва явăçтараççĕ. Шухăша пĕтĕмлетме хăнăхтараççĕ. Сывлăха сыхлама май паракан тăхтавсем тăваççĕ. Хастаррисене палăртаççĕ. Ыттисене вĕсен тĕслĕхĕпе пĕлỹ илме явăçтараççĕ.
Вĕрентекен хăй те яланах шыравра. Мĕн те пулин çĕннине пурнăçа кĕртме тăрăшать. Унсăрăн уроксем интереслĕ иртмеççĕ те. Умма лартнă тĕллеве пурнăçланă вĕрентекенсем.
Конкурса хутшăннăскерсене тĕрлĕ номинаципе чысланă.
(Хамăр корр)
Август 2026 |
