Олимпиадăран - çитĕнỹпе

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 18:53 Просмотров: 327

 Республикăри вĕрентỹ министерствин пултаруллă ачасемпе çамрăксен "Эткер" центрĕнче шкулсенчи тутар чĕлхипе литературине вĕренекенсем хушшинче регион шайĕнчи олимпиада иртнĕ. Тĕрĕслеве çак предметсене вĕренме условисем туса парас, республикăра пурăнакан халăхсен тĕрлĕ енлĕ культурине аталантарас тата упрас тĕлĕшпе ирттереççĕ.

Пирĕн муниципалитет округĕнчен олимпиадăна 20 çамрăк хутшăннă. Ыхра Çырминчи вăтам шкулти 9 класра вĕренекен А.Яббарова (ертỹçи Г.Тазетдинова) çĕнтерỹçĕ пулнă. Э.Феизов профессор ячĕллĕ Шăнкăртамри вăтам шкулти С.Земдиханова (8 класс), Н.Купкянова (10 класс, ертỹçи С.Камалетдинова), Ыхра Çырминчи вăтам шкулти И.Вахитова (8 класс, З.Тазетдинова), Д.Алеева (10 класс, З.Тазетдинова, Г.Тазетдинова), Хирти Пикшикри вăтам шкулти З.Чаштанова (9 класс, Р.Камалетдинова), Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти Г.Салахова, А.Козлова (10 класс, Г.Велиуллова), Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Л.Вахитова (11 класс, Г.Абейдуллова) - призерсем.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика