Муниципалитет округĕнчи тĕп больница "Сывлăх сыхлавĕ" наци проекчĕн тытăмĕнчи "Ял тухтăрĕ", "Ял фельдшерĕ" программăсене пурнăçа кĕртсе пыма тăрăшать. Кунта Светлана Каштановăпа Камил Вахитов тухтăрсем ĕçе вырнаçни те çакнах çирĕплетет. Çамрăксем иккĕшĕ те Пăлаçипе Юхма ен тăрăхĕнчен пулни те кăмăллă.
Вĕсем И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче пĕлỹ пухнă. Камил терапи енĕпе ĕçлет. Медицина хăнăхăвĕсене илнĕ пĕлĕвне тĕпе хурса çирĕппĕн пурнăçа кĕртме тăрăшать. Маларах вăл васкавлă медицина пулăшăвĕн службинче те ĕçленĕ. Тăван ен ăна хăй патне туртнă. Çамрăк Первомайскинчи врач амбулаторинче пациентсене сиплет. Унта 5 ялти 1100 ытла çын çỹрет.
"Пирĕн коллектив туслă. Çумра ăста наставниксем пурри хавхалантарать. Вĕсем кирек хăçан та кирлĕ сĕнỹ, пулăшу пама хатĕр",- тет Камил Наилович.
Светлана медицинăпа ачанарах интересленнĕ. Яланах çынна пулăшас килнĕ унăн. Рентгенолог пациент организмне шалтан тĕпчеме май панине çирĕплетет. Ăна та коллективра ăшшăн кĕтсе илнĕ. Ĕçĕпе вара пулăшу илме больницăна çỹрекенсем те кăмăллă.
"Патшалăх çакнашкал тимлĕх уйăрни çамрăксене пурнăç çулĕ çине çирĕппĕн тăма май парать. Ĕçе тивĕçлĕн пурнăçласа пыма тăрăшăпăр. Çĕнĕ мелсене усă курăпăр",- тет Светлана Александровна.
"Эпир çамрăк специалистсене хамăр йыша илме хавас. Пирĕн больница Чăваш Енре ял тухтăрĕсене хăйсем патне ĕçе вырнаçтарассипе малтисен йышĕнче тăрать. Программа йышăннăранпа 70 ытла тухтăрпа фельдшер Пăлаçипе Юхма ен тăрăхне килнĕ. Çамрăк специалистсене пулăшса пыма тăрăшатпăр. Вĕсене малалла вĕренме, професси тĕлĕшĕнчен ỹсме май паратпăр. Килĕшỹре ĕçленĕрен больница коллективĕ ỹссех пырĕ, округра пурăнакансем тивĕçлĕ медицина пулăшăвĕ илĕç",- палăртать тĕп больница тухтăрĕ Николай Тинюков.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
