Кăшарнинче сăвапланă купельсенче шыва кĕчĕç

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 18:52 Просмотров: 266

Январĕн 19-мĕшĕнче православи тĕнне пăхăнса пурăнакансем Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнине паллă турĕç. Аслă уяв шутне кĕрекен Кăшарние Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те юлашки вăхăтра анлăн уявласси ырă йăлана кĕчĕ.

 Маларах палăртнă пекех Алманчăра, Чăваш Ишекĕнче, Красномайскинче, Первомайскипе Сител хушшинчи, Çăл Атăкри купельсене çынсем уйрăмшарăн та, ушкăнпа та, çемьесемпе те пынă. Кăшарни уявне мĕн пурĕ 1000е яхăн çын хутшăннă, вĕсенчен 400 ытларахăшĕ шыва кĕнĕ. Первомайски ял старостинче нумай çул тăрăшакан Арсентий Иванов хастар спортсмен, хисеплĕ ĕç ветеранĕ 81-мĕш çула вакланă пулин те ырă йăлана пăрахмасть-ха. Вăл кăçал та пĕр çỹçенмесĕрех сăвапланă шыва чăмса тухнă.

Алманчăра халăх хастарлăхĕпе çĕкленнĕ Владимир Аслă князь ячĕпе хисепленекен купельре те ватти-çамрăкки умлă-хыçлах чунĕпе ỹтне купеле виçĕ хутчен чăмса тухса тасатнă. Территори пайĕн пуçлăхĕ Владимир Киргизов хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, православи уявне пĕрле паллă тума 150 ытла çын хутшăннă, вĕсенчен 50-шĕ шыва кĕнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, Патăрьел муниципалитет округĕнче Иисус Христос Иордан шывĕнче тĕне кĕнине паллă тăвакан уяв лăпкă лару-тăрура иртсе кайнă. Купельсенче пурте хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнса шыва кĕнĕ, вырăнсенче васкавлă пулăшу тата ытти служба та уяв пуçланса вĕçне çитичченех ĕçленĕ.

Альбина НИКОЛАЕВА

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика