Çул çитмен ачана яланах тимлĕх кирлĕ

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 18:51 Просмотров: 211

Патăрьел муниципалитет округĕн администрацийĕн çул çитмен ачасен ĕçĕсемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин тĕп тĕллевĕ - социаллă йывăр лару-тăрури çемьере çитĕнекен çул çитмен ачасем преступлени ан туччăр, кирлĕ пек аталанччăр, пушă вăхăтне усăллă ирттерччĕр тесе профилактика субъекчĕсемпе пĕрле тăрăшасси. Паллах, çав вăхăтрах комисси ларăвĕсенче çул çитмен ачасем ашшĕ-амăшĕнчен тимлĕх çитменнине пула тунă ĕçсене те пăхса тухатпăр.

2024 çулта мĕнпурĕ çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен комиссин 24 ларăвĕ иртнĕ. Çулталăкра 172 административлă материал (маларахри çул 205 пулнă) пăхса тухнă. Вăл шутра 124 ĕçĕ РФ КоАПăн 5.35 статйипе, ашшĕ-амăшĕ хăйсен тивĕçне пурнăçласа çул çитмен ачине кирлĕ пек воспитани парайманнипе çыхăннă

. Çул çитмен ачана аслисем алкоголь тата спирт тытăмлă шĕвек ĕçтерме явăçтарнă (РФ КоАПăн 6.10 статйин 1-мĕш пайĕ) пĕр (маларах 5 тĕслĕх), çул çитмен ачасем алкогольпе е психотроплă, наркотиклă япаласемпе усă курса ỹсĕрĕлнĕ 4 (маларах пулман) тĕслĕх пулнă.

Хальхи вăхăтра пирĕн комиссинче çул çитмен 19 ача шутра тăрать. Вĕсен ячĕпе кашнийĕнпех харпăр хăйĕнпе профилактика ирттерме, унпа уйрăм ĕçлеме программа хатĕрленĕ. Вĕсенчен 10-шĕ округри шкулсенче вĕренеççĕ.

 Пĕлтĕр çулталăк хушшинче çул çитмен 10 ачана тĕрлĕрен сăлтавпа профилактика учетне илнĕ. Вĕсенчен 6-шĕ - агротехникумран, ыттисем шкулсенчен.

Муниципалитет округĕнче социаллă йывăр çемьере çитĕнекен ачасен списокĕ улшăнсах тăрать. 2024 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче 7 çемьене (вĕсенче 17 ача çитĕнет) шута илнĕ. Çав вăхăтрах 8-шне профилактика шутĕнчен кăларнă.

Иртнĕ çулхи декабрĕн 30-мĕшĕ тĕлне 47 çемье социаллă йывăр лару-тăрура шутланать. Вĕсенче 123 çул çитмен ача çитĕнет. "Теветкеллĕ ушкăнра" (группа риска) 19 çемьере çул çитмен 44 ача.

Йывăр çемьесене кирлĕ пек пăхса, сăнаса тăрас тĕллевпе профилактика субъекчĕн представителĕсемпе, йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе тăтăшах вырăна тухса çỹретпĕр. 2024 çулта 99 хутчен рейдра пулса 303 çемьене тĕпченĕ. Вĕсенче çул çитмен 928 ача пурăнать, вăл шутра 15-шĕ пĕр çул тултарманнисем.

2024 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа 2025 çулхи январĕн 8-мĕшĕччен профилактика субъекчĕсемпе комисси членĕсем пĕрлехи рейдпа сакăр хутчен территори пайĕсенчи ялсене çитсе 53 çемьери ачасен пурнăç, йăла условийĕсене тĕрĕслерĕмĕр. Çак ĕçе малашне те йĕркелетпĕр.

Лариса КОМИССАРОВА, округ администрацийĕн çул çитмен ачасемпе тата вĕсен прависене хỹтĕлес тĕлĕшпе тимлекен тĕп специалист-эксперчĕ

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика