Республикăри пултаруллă, вĕренỹре, спортра, обществăлла ĕçре, тĕпчев ĕçĕсенче тата ытти çĕрте пысăк кăтартусем тунă 1000 çамрăк Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ. Çак йышра Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи яшсемпе хĕрсем те пур.
Анастасия Бахитова, Елизавета Казакова - Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта вĕренекенсем, Валерия Гаврилова, Кристина Иванова - Первомайскинчи Митта Ваçлей ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекенсем, Нияз Земдиханов - Шăнкăртамри Э.Феизов ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренекен, Диана Иванкина - Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен, Анастасия Краснова, Адиля Тазетдинова, Рузиля Хамдеева - Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вĕренекенсем, Лилия Ляллина, Роман Орлов, Юлия Путякова - Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем, Анна Осипова - Турханти вăтам шкулта вĕренекен, Ильяс Султеев - Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен, Татьяна Овечкина - ачасене хушма пĕлỹ паракан Патăрьелĕнчи ăсталăх шкулĕн преподавателĕ.
Вĕсем халĕ çулталăк тăршшĕпех кашни уйăхра 2500 тенкĕ илсе тăрĕç.
(Хамăр корр.)
Август 2026 |
