"Алло! ФХС чăрмантарать..."

Категория: Публикации Опубликовано: 24.01.2025, 18:40 Просмотров: 193

ХĂЙСЕМПЕ Федерацин хăрушсăрлăх службин сотрудникĕ тесе паллаштаракан çынсен ултавлă шăнкăравĕсене ĕненсе граждансем пысăк çухату тỹсеççĕ. Акă, çак кунсенче пĕр хĕрарăм патне ватсапра "пакунлă" икĕ çын видеопа шăнкăравланă, хăйсем аслă органта ĕçленине, çак çын Украинăна 200 пин тенкĕ укçа куçарса панăшăн явап тытма пултарнине пĕлтернĕ. Çапла ан пултăр тесен унăн банкран тепĕр çавăн чухлĕ укçа илсе вĕсем калакан счет çине куçарса памалла пулнă иккен. Хыпăнса ỹкнĕ хĕрарăм чăнах та çапла тунă. Камăн ĕç-пуçа кăткăслатас килтĕр-ха? Анчах çакскер укçине куçариччен йĕрке хуралĕнче тăрăшакан ывăлĕ патне шăнкăравлама ăс çитернĕ. Лешĕ çакă ултав пулнине ĕнентернĕ хыççăн вăл мошенниксен серепине çакланнине хăй те туйса илнĕ. Ку ĕçпе полици сотрудникĕсем ĕçлеме пикеннĕ. Юрать-ха, хĕрарăм шар курса ĕлкĕреймен...

 Аса илтеретпĕр: çакнашкал шăнкăравлакансене никама та хурав ан парăр! Тỹрех çыхăнăва татăр.

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Яндекс.Метрика