ШĂНКĂРТАМРИ Диляра Талгатовнăпа Марат Мансурович Резаповсемшĕн кашни çул хăйне евĕр ырă хыпарпа çырăнать. Нумай ачаллă ашшĕ-амăшĕшĕн Раççейри Çемье çулталăкĕ ачисем пĕрин хыççăн тепри хăйсен çитĕнĕвĕпе, пултарулăхĕпе савăнтарнипе уйрăмах асра юлчĕ. Акă, Çĕнĕ çул умĕн çеç Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта 6б класра вĕренекен Данияз Резапов (класс ертỹçи Лилия Субханкуллова) арт-объектсен республикăри экологи конкурсĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă, дипломпа парнене тивĕçнĕ. Вĕренỹ отличникне округри конкурссенче те тăтăшах çĕнтерỹçĕсен йышĕнче курма пулать. Кĕçĕн класра вĕренекен Малика йăмăкĕ те класра чи кăтартулли. Вăл та ашшĕ-амăшне вĕренỹри çитĕнĕвĕпе савăнтарнисĕр пуçне тăтăшах тĕрлĕрен алă ĕç, творчество конкурсĕсенче малта тухса тĕлĕнтерет. Пиччĕшĕпе йăмăкĕ иккĕшĕ те каникулсенче ăс-тăн тĕлĕшĕнчен вăйлă аталаннă ачасем валли уçнă Кзыл Чишмари "Сэлэт Батыр" центрта хăйсен пултарулăхне малалла аталантарççĕ.
Резаповсен çамрăк çемйи пĕлтĕр Патăрьел муниципалитет округĕнче йĕркеленĕ çемье фестивалĕнчи творчество конкурсĕнче те палăрнă, пĕрремĕш вырăн йышăннă.
Август 2026 |
