Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсем спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕç. Кашни ялта тенĕ пекех тĕрлĕ ăмăрту иртрĕ.
Нăрваш Шăхальсем уйрăмах пуçаруллă пулчĕç. Кунта Мулендеевсен çемйи пуçарăвĕпе мини-футбол турнирĕ йĕркеленĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕн Василий Бородкинăн парнисене çĕнсе илессишĕн волейболла выляссипе республика шайĕнчи ăмăртура, теннисла выляссипе район чемпионĕн А. Ахмеевăн парнисемшĕн теннис турнирĕнче тупăшнă.
Сăкăтсем вара хăйсен ентешĕсене, тухтăр пулса ĕçленĕ Николай Елкинпа Алексей Казачкова асăнса волейбол тата хоккей турнирĕсем ирттернĕ.
Треньелсем ырă йăлана малалла тăсса Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне Александр Краснова сума суса мини-футболла вылянă.
Первомайски ял территорийĕнче Владимир Иванов пулăç-сунарçăна асăнса вак касса пулă тытнă, Раштав уявĕнче хоккей турнирĕ йĕркеленĕ.
Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулта полици лейтенантне Рамис Козлова хисеп туса волейбол турнирĕ ирттернĕ.
Çавăн пекех Упамсара ирĕклĕ майпа кĕрешессипе спорт мастерĕн кандидачĕн Николай Белковăн парнисемшĕн кĕрешỹçĕсем кавир çине тухнă.
Кашни спорт ăмăртăвĕнчех мала тухнисене дипломсемпе, медальсемпе тата парнесемпе чысланă.
Александр ИВАНОВ
Август 2026 |
