"Паттăр" спорт шкул базинче хĕрачасемпе арçын ачасем хушшинче кире пуканĕ йăтассипе шкул спартакиади шучĕпе муниципалитет округĕнче мала тухассишĕн ăмăрту иртрĕ.
Командăсем хушшинче Первомайскинчи вăтам шкул спортсменĕсем мала тухрĕç. Иккĕмĕш вырăнта - Аслă Чементи, виççĕмĕшĕнче Туçари тата Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекенсем.
Çак кăтартусемпе муниципалитет округĕн пĕрлештернĕ команди валли атлетсене суйласа илеççĕ. Вĕсен çывăх вăхăтра республикăра мала тухассишĕн тупăшмалла пулать.
Альбина ИВАНОВА
Август 2026 |
